Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Батыйпа Супетей (Кӗмел Кӗпер)

Вутлӑ тӑвӑл пек килчӗ Супетей...
Авалхи чӑваш халӑх юрринчен
>>
Тем чухлӗ ҫар пухсассӑн та уҫӑ хирте пӑлхарсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарасса Батый кирлӗ таран ӗненмерӗ. Ҫавӑнпа вӑл монголсен яланхи йӑлипе Ылттӑнпике улталама шухӑшларӗ. Хӑй шухӑшне, хӑй мӗн туса пӑлхарсене ҫӗнес тенине аслашшӗн чи чаплӑ ҫарпуҫне Супетее каласа кӑтартас терӗ.
— Асаттен чи чаплӑ ҫарпуҫӗ! — кӗтсе илчӗ Супетее аслӑ хан. — Пӗлетӗп: санран ытла ҫав юрӑхсӑр пӑлхарсене ним юлми пӗтерес тесе шухӑшлакан ҫын урӑх никам та ҫук. Тӗрӗсне калатӑп-и?
— Тӗрӗсне калатӑн, — килӗшрӗ унпа ватӑ ҫарпуҫӗ. — Манран кӑна килнӗ пулсан, эпӗ вӗсене, пӑлхарсене, пӗр ҫын юлми касса-вакласа тухнӑ пулӑттӑм.
— Мана ҫавӑн пек ҫарпуҫӗ кирлӗ те! — савӑнчӗ ҫакна илтсен Батый. — Ҫакна пӗлнипе ӗнтӗ эпӗ санпа, хытарса калатӑп, санпа ҫеҫ, канашласа пӑхас терӗм.
— Итлетӗп, аслӑ хан! — пуҫне тайрӗ Супетей.
— Усал пӑлхарсем ҫине кайма эпир пӗтӗмпех хатӗрленсе ҫитнӗ, — хӑй сӑмахне пуҫларӗ Батый. — Ку вӑл пирӗн чи пысӑк, чи чаплӑ вӑрҫӑ пулать. Эпир пӑлхарсене ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкатпӑр та вырӑссен ҫӗрӗсем ҫине кӗрсе каятпӑр. Вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн вара кайьениелле, монгол учӗсем ӑҫта ҫитме пултараҫҫӗ, унта ҫитетпӗр. Ҫапла вара пӗтӗм тӗнчене ҫӗнтерсе илетпӗр.
— Сан сӑмахусене пӗтӗмпех ырлатӑп, аслӑ хан, — каллех пуҫне тайрӗ ватӑ Супетей. — Ҫапах та пирӗн чи малтан ҫав путсӗр пӑлхарсене епле ҫӗнтересси пирки шухӑшламалла.
— Ҫавӑнпа чӗнтӗм те ӗнтӗ сана! — хӑпартланчӗ Батый.
— Итлетӗп, аслӑ хан! — каллех пуҫне тайрӗ ватӑ Супетей.
— Эпӗ ҫапла тӑвасшӑн, — чапа тухнӑ ҫарпуҫӗ хӑйне питӗ тимлӗ итлени Батыя хӑпартлантарсах ячӗ. — Пысӑк ҫар пухатпӑр. Сахалтан та таватҫӗр пин. Ун пек ҫар ку тарана ҫитсе никамӑн та пулман. Ҫав ҫарпа анӑҫалла каятпӑр та пӑлхарсен чиккине ҫитме виҫӗ е тавата кун юлсассӑн ҫеҫенхирте пытаратпӑр.
Хӑй калани ватӑ ҫарпуҫне кӑсӑклантарать-и, ҫук-и тесе, Батый Супетей ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ.
— Питӗ тимлӗ итлетӗп, аслӑ хан! — ҫакна асӑрхаса, каллех тепре пуҫне ҫӗре ҫитиех тайрӗ Супетей. — Малалла кала!..
— Ҫапла, пӑлхарсен чиккине ҫитме виҫӗ е тӑватӑ кун юлсассӑн пӗтӗм ҫара ҫеҫенхирте пытаратпӑр, — малалла калама тытӑнчӗ Батый - Кайран вара пӗр пилӗк-ултӑ таманьпе пӑлхарсен ҫӗре ҫине кӗрсе каятпӑр. Пӑлхарсем хӑйсен пӗтӗм вӑйне пухса пире хирӗҫ килеҫҫӗ. Ҫапӑҫу пуҫлатпӑр. Антив, ҫак пилӗк-ултӑ таманӗ пӑлхарсем ҫӗмӗрсе тӑкччӑр.
— Аван-аван, — хан шухӑшне ӑнланма тытӑнчӗ Супетей. — Аслаҫу ҫакӑн пек япаласем тума юрататчӗ... Вара пӑлхарсем пирӗн ҫарсене пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр тесе шутлама тытӑнаҫҫӗ.
— Тӗрӗс ӑнланатӑн, ватӑ Супетей! Тӗрӗс ӑнланатӑп, ватӑ тилӗ! — савӑнса кайрӗ Батый. — Антив, монголсене йӑлтах ҫӗнтертӗмӗр тесе шухӑшлачӑр.
— Ӗненмесен? — иккӗленсе илчӗ Супетей.
— Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпе сана хамӑрӑн тӗп вӑйсене пӑлхарсен чиккине ҫитиччен аслӑ ҫеҫенхирте пытармалла тесе каларӑм, — ӑнлантарма тытӑнчӗ Батый. — Паллах, монголсен ҫарӗ юлман-и, тесе вӗсем тӗрӗслеме тытӑнаҫҫӗ. Антив, пӗр кун, икӗ кун, тен, виҫӗ кун хушши мальеннелле шыраса ҫӳреччӗр. Эпир тата каярах та чакма пултаратпӑр. Кайран вара, пӑлхарсем пире ним юлми ҫӗмӗрсе тӑкрӑмӑр, монголсен урӑх ҫар ҫук тесе килӗсене таврӑнаҫҫӗ те пӗтӗм ҫарне салатса яраҫҫӗ.
— Вӑт, ҫавӑн чухне вара эпир хамӑрӑн пӗтӗм ҫарпа вӗсем ҫине кӗрсе каятпӑр! — савӑнса кайса, Батый калас сӑмахсене калама тытӑнчӗ Супетей.
— Тӗрӗс! — ыталаса илчӗ хан ватӑ ҫарпуҫне. — Ылттӑнпик вара ҫар пухса ӗлкӗреймест. Эпир ӑна йӗпе чӑха тытса илнӗ пек каплаттарса ярса тытатпӑр!.. Пӗтӗм пӑлхар ҫӗрӗ вара пирӗн алӑра пулать!..
— Эппин, ҫак тӗллевпе ӗҫлеме тытӑнатпӑр! — пӗтӗмлетнӗн каларӗ Супетей. — Тупата, чӑннине калатӑп: аслаҫу чӗрӗ-сывӑ пулнӑ пулсан, саншӑн, аслӑ хан, питӗ савӑннӑ пулӗччӗ вӑл!..


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-29 23:26:25 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2457 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем